Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче инкек пулма пултарасси ҫинчен пӗр хӗрарӑм «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Вырӑнти халӑх тайӑлнӑ юпа ҫул ҫине ӳкесрен хӑрать-мӗн.
Ялта инфратытӑм объекчӗ пур. Вӑл халӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Ҫутӑ юпи, ҫулран инҫех мар вырнаҫнӑскер, тайӑлнӑ, кӑштахран ӳкме те пултарать-мӗн.
Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, юпан аялти пайӗ хуҫӑлнӑ. Вӗсем авари службинчен пулӑшу ыйтнӑ, анчах лешсем хӑнк та туман. Унтанпа пӗр эрне иртнӗ. Вӑл йӑванса кайсан ҫывӑхри ҫурт тӑррине сиен кӳрӗ.
Халӗ Шупашкар район администрацийӗ лару-тӑрӑва тӳрлетме шантарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗньяла ятарлӑ техника ҫитмелле.
Ӗҫлӗх центрӗсем ваканси ярмӑрккисене ирттерессине тахҫанах йӑлана кӗртсе янӑ. Ҫак кунсенче ун пекки Шупашкар районӗнче иртнӗ.
Ӗҫлӗх центрӗ хальхинче район территорийӗнче, Толик Хураски ял ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ арҫынсен юсанмалли 6-мӗш колонийӗнче пулнӑ. Колони хӑй те ваканси ярмӑрккисене хӑй патӗнче йӗркелессине йӑлана кӗртнӗ-мӗн. Ара, айӑплава унта ирттерекенсен ирӗке тухсан ӑҫта каясси пирки те шухӑшламалла-ҫке. Судпа айӑпланнӑ ҫынна теприсем йӑпӑр-япӑр ӗҫе илесшӗн марри те вӑрттӑнлӑх мар. Ваканси ярмӑрккисем ӗҫ шыраканпа ӗҫ сӗнекенсене пӗр чӗлхе тупма пулӑшаҫҫӗ темелле-тӗр.
«Чӑвашавтодорӑн» вакансийӗсемпе паллашма колонире ларакан 25 ҫынна йыхравланӑ. «Колонире пире патшалӑх тытса тӑрать. Ирӗке тухма вӑхӑт ҫывхарнӑ май укҫа ӑҫтан тупмалли, ӑҫта ӗҫе вырнаҫасси пирки шухӑшлама пуҫлатӑн. Ку ыйтупа пирӗншӗн пур хыпар та питӗ хаклӑ», — тенӗ иккен, сӑмахран, колонире айӑплав вӑхӑтне ирттерекенсенчен пӗри.
Сӑнсем (2)
Пӗр кунра Чӑваш Енре виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Кун пирки РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ.
Инкексем Канаш, Улатӑр, Шупашкар районӗсенче пулнӑ. Улатӑрта 23 ҫулти каччӑ вырӑнти савут ҫывӑхӗнчи пушар кӳллинче шыва кӗме шутланӑ та путса вилнӗ. Унӑн виллине каҫхи 9 сехет тӗлне тупнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Покровски ялӗнче вара 33 ҫулти хӗрарӑм эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн чӑмпӑлтатма шухӑшланӑ. Ишлейре пурӑннӑскер путса вилнӗ. Унӑн виллине ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче шырама пуҫланӑ.
Канаш районӗнчи Кипеч ялӗнче вара 47-ри арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл та чӑмпӑлтатнӑ чухне шыв айне кайнӑ.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗ шывра асӑрхануллӑрах пулма, шыва кӗнӗ чухне эрех ӗҫме юраманни пирки асӑрхаттарать.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче Шупашкар районӗнче регистраци йӗркине пӑснӑ 79 ҫынна тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ шутран 42-шӗ регистрациленмесӗр пурӑннӑ, 37-шӗ хӑй патӗнче ҫын пурӑннине миграци службине саккунпа пӑхнӑ вӑхӑтра пӗлтермен. Вӗсене пурне те явап тыттарнӑ иккен.
Явап пирки каласан, ҫынна ячӗшӗн регистрацие тӑратнишӗн те пуҫран шӑлмаҫҫӗ. Куншӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 322-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпех айӑплама пӑхса хӑварнӑ. Сӑмахран, 100 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлаҫҫӗ. Е тата ӗҫ укҫине виҫӗ ҫул хушшинче ӗҫлесе илнӗ виҫе таран штрафлама саккун ирӗк парать. Асӑннӑ тапхӑрлӑх ирӗксӗр ӗҫлеттерессине унта пӑхса хӑварнӑ. Унтан та ытларах — саккуна пӑссан ирӗкрен те хӑтарма пултараҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче те халӑх ҫуракине вӗҫленӗ ятпа Акатуя пухӑннӑ. Кӑҫал вӑл Кӗҫӗн Сӗнтӗр ялӗнче иртнӗ. Район ҫыннисем тата хӑнисем спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ, апат-ҫимӗҫпе хӑналаннӑ, ташланӑ, юрланӑ. Пысӑках мар уҫланкӑра йывӑҫ хула йӗркеленӗ.
Акатуй ҫӗртмен 13-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Михаил Васильевич тухса калаҫнӑ май халӑхӑн ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Районти чи лайӑх ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Уявра парашют спорчӗпе ӑмӑртнӑ, кӗрешӳҫӗсем тупӑшнӑ.
Сӑнсем (16)
ЧР Вӗренӳ министерстви республикӑри шкулсенчи пуша вакансисен списокне хатӗрленӗ. Документра пуҫламӑш классен, 5–11-мӗш классен вӗрентекенӗсем ҫителӗксӗрри пирки каланӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ лицейӗнче тата Тутаркасси шкулӗнче 2015-2016 ҫулсенче пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ кирлӗ-мӗн.
Шупашкар районӗнчи сакӑр шкул кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тӗрлӗ предмет вӗрентекенӗсене йышӑнма хатӗр. Кӳкеҫ лицейӗнче акӑлчан вӗрентекенӗ те кирлӗ. Чӑрӑшкасси пӗлӳ ҫуртӗнче физика вӗрентекенне кӗтеҫҫӗ. Кӑшавӑш шкулӗнче вырӑс тата акӑлчан чӗлхисен вӗрентекенӗ ҫук. Ишлейре вӑй-хал культурин учительне кӗтеҫҫӗ.
Ҫӳлтикасси шкулӗнче 2016–2017 ҫулсем валли математика вӗрентекенӗ ҫук. 2017–2018 ҫулсенче вара Чӑрӑшкасси шкулӗнче обществознани учителӗ кирлӗ. Вакансисен тулли списокӗпе официаллӑ сайтра паллашма пулать.
Шупашкар районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем черетлӗ мар ларӑва пухӑннӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» пулса тӑнӑ.
Лару ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар район администрацийӗн лару залӗнче иртнӗ. Унта Михаил Васильевича «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята парас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Шупашкар район администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, депутатсем Михаил Игнатьева ҫак ята парасси пирки пӗр саслӑ пулнӑ.
Ку Элтеперӗн пӗрремӗш награди. Ыттисене — медальсене, грамотӑсене, кӑкӑр паллисене — вӑл 2007 ҫулччен илнӗ.
Аса илтерер: Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1990–1994 ҫулсенче Шупашкар районӗн депутатсен канашӗн депутачӗ пулнӑ.
«Чечек ҫутҫанталӑкӑн пӗр пайӗ шутланать. Вӑл посёлокӑн пӗтӗмӗшле сӑнне уҫса парать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче.
Тутаркасси ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем кӑна мар, вырӑнти культурӑпа кану учрежденийӗсенче, вулавӑшра ӗҫлекенсем тата асӑннӑ ялта пурӑнакансем те тӳре-шара шухӑшӗпе килӗшеҫҫӗ курӑнать. Нумаях пулмасть вӗсем пурте пӗрле пулса тата посёлокра пурӑнакансем посёлока хӑтлӑх кӗртме тухнӑ. Хальхинче вӗсем, кӗреҫе-витре алла илнӗскерсем, урамсенче чечек лартнӑ.
Культура ӗҫченӗсем, вулавӑшра ӗҫлекенсем тата ял тӑрӑхӗнче тӑрӑшакансем тем тӗрлине суйланӑ: цинипе кӑвак агератума, шупка хӗрлӗ тата ҫутӑ кӑвак петуни... Вӗсем кӗркунне пуличченех чечекре ларӗҫ, Тутаркассине хитре ҫеҫке айне тӑвӗҫ.
Нумаях пулмасть республикӑри шкулсене ҫӗнӗ автобуссемпе тивӗҫтернӗ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 27,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Автобус уҫҫисене шкул директорӗсене Михаил Игнатьев тыттарнӑ. Водительсем каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем хӑтлӑ кӑна мар, ачасен пурнӑҫӗшӗн те хӑрушсӑр. Вӗсенче ҫыхӑну, антиблокировкӑллӑ тормоз, Глонасс пур. Ку автобус сехетне 60 ҫухрӑмран ытларах каяймасть.
Ҫӗнӗ автобуссене Вӑрнар (2), Елчӗк (1), Етӗрне (2), Комсомольски (1), Куславкка (1), Муркаш (1), Патӑрьел (1), Сӗнтӗрвӑрри (1), Ҫӗрпӳ (1), Шупашкар (5), Элӗк (1) районӗсем тивӗҫнӗ.
Кивӗ автобуссем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ пулсан вӗсем шкултах тӑрса юлаҫҫӗ. Сӑмах май, кунсерен 297 шкул автобусӗ пин ялтан 12 пине яхӑн ачана турттарать.
Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан В.Н. Баринова качакасем пирки ҫӑхав ҫырнӑ. Хӑйӗн чунне ыраттаракан ҫав чӗрчунсем пирки хӗрарӑм «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала евитленӗ. Хӗрарӑм Первомайски урамри 6-мӗш тата 8-мӗш ҫурстем патӗнче тата Советски урампа качакасем ҫӳренине асӑрханӑ.
Хӗрарӑм чунӗ Кӳкеҫре ҫӳрекен качакасем йывӑҫ-тӗме тата чечексене кӑшласа пӗтернишӗн ыратать иккен. Ҫак янаварсем пӗлтӗр ача-пӑча лаптӑкӗсене хӑйсен каяшӗпе вараласа пӗтернӗ имӗш. Кӑҫал вӗсем тротуарсене те тиркемеҫҫӗ пулать.
Хӗрарӑм миҫе качака ҫӳренине те шутласа кӑларнӑ. Пурӗ тӑваттӑн иккен. Тата вӗсен путеккисем пур-мӗн.
Качакасем сӑтӑр кӳреҫҫӗ тесе шухӑшлакан хӗрарӑм ыйтӑвне Шупашкар район администрацине ярса панӑ. Унтисем халӗ ку ыйтупа ӗҫлеҫҫӗ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |